Ташша ил [илтер, сӳ, çап, çаптар, тӳ, яр] вовсю плясать.
Тӳпе шăтать, Çумăр ташша илет, Çĕре ӳкет те çӳлелле сикет. Г. Ефимов. Пурте утаççĕ, хĕвĕшеççĕ е тата карталанса тăнă та ташша илтереççĕ. Я. Львов. Çамрăк-кĕрĕмсем, Ывăл-хĕрĕсем, Тăрăс-тăрăс сиксе, Алă çупса, Çăмăл ташăсем сĕвеççĕ. Н. Полоруссов-Шелепи. Юрă пек, юмах пек Шупашкарăн Каччисем ташша çапнă чухне. В. Урташ. Ай, кĕрхи каç кĕрнеклĕ çав ытла. Ташша çапаççĕ йăлтăр çăлтăрсем. Г. Ефимов. Вара юрăсем шăрантараççĕ, ташша çаптараççĕ, ушкăнăн-ушкăнăн пухăнса, тĕрлĕ япаласем çинчен калаçаççĕ. М. Кипек. Линкка-линкка кĕввипе ташша турĕç кăна хĕрпе каччă. Л. Агаков. Йăмăкĕсем вашăк çаран хĕрринче, ешĕл çерем çинче, ура хуçса ташша яратчĕç. В. Ухли.
Çавăн пекех пăхăр:
ташталла Таштамак таштан Таштапан « Ташша ил » тащить тащиться таюм таюм пар Таюр